Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе аслă ăру çыннисем çурта çутса Раштав кĕллине (вăл православи тĕнĕпе килĕшÿллĕн Турă çуралнă кунпа пĕр килет) вуланă. Çамрăксене пехилленĕ хыççăн наци тумĕ тăхăннă тăватă мăшăр сурхури ташши ташлама тытăннă. Çамрăксем мĕнле хускалнине пăхса тăракан шăпăрлансем тÿсеймесĕр ташша янă. Сурхури ташшин 12 пайĕнчен пĕр «çăлкуç» (ручеек) пайне ташланă. Хĕл каçĕсем юмăç яман пулсан питĕ те кичем пулĕччĕç! Уяв «Шурă хурăн» ансамблĕн юррипе вĕçленнĕ.
https://ursas.rbsmi.ru/articles/y-la-y-rke/kosyakovka-yal-nche-film-kern/