Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
25 Ноябрӗн 2019, 17:58

„Радость” кăтартуллă хореографи ансамбльне саламлатпăр!

Аургазăри „Радость” кăтартуллă хореографи ансамблĕ ачасен халăх хореографийĕн „Туслăх эрешĕсем” республика конкурс-фестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă.

Аургазăри „Радость” кăтартуллă хореографи ансамблĕ республикăри чи лайăх ташă коллективĕсемпе пĕрле Уфари „Башкортостан” государство концерт залĕнче Гала-концерта хутшăннă.
Ачасен халăх хореографийĕн фестивалĕнче суйласа илекен тур иртмелле тата ташă кăтартмалла пулнă. „Радость” тĕрĕслевсене ăнăçлă иртсе Гала-концертра лауреат дипломне, çаплах ПР Госпухăвĕн-Курултайĕн депутачĕн Амир Ишемгуловăн ятарлă призне илнĕ.
Фестивале Пушкăртстан Республики пулса кайнине 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ. Унăн йĕркелÿçи Пушкăртстан Республикин Культура министерстви пулса тăнă.
Д. ДАНИЛОВ.
Читайте нас: