Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
21 Ноябрӗн 2019, 16:44

Пушкăртстанра Чăваш Республикин кунĕсем иртĕç

Пушкăртстан Республикинче Чăваш автономи облаçĕ пулса кайнине 100 çул çитнине халалланă мероприятисем иртĕç.

Декабрĕн 7-8-мĕшĕсенче Уфари Пушкăрт государство оперăпа балет театрĕн пысăк залĕнче Чăваш Республикин Пушкăрт Республикинчи Культура кунĕсен йĕркипе уяв мероприятийĕсем иртĕç.
Декабрĕн 7-мĕшĕнче - Культура кунĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçасси. Унта Чăваш государство академи юрăпа ташă ансамблĕ, Чăваш государство филармонийĕн коллективĕсем хутшăнĕç.
Çаплах „Çеçпĕл” эстрада ансамблĕ тата „Nota „G” ташă компанийĕ хăйсен пултарулăхĕн чи лайăх номерĕсемпе паллаштарĕç.
Декабрĕн 8-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш государство академи драма театрĕ чăваш литературин классикĕн - Федор Павловăн - пьеси тăрăх „Ялта” спектакль кăтартĕ. „Ялта” драма чăваш халăхĕн пурнăçне тĕрлĕ енлĕ уçса паракан наци произведенийĕ. Спктакльте илемлĕ тумсемпе вăйă, туй, юрă-ташă тата ытти сценăсем кăтартĕç. Режиссерĕ – СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев.
Чăваш Республикин Культура кунĕсем Пушкăртстан Республикин çыннисене тата хăнисене чăваш юррисен тата ташшисен илемĕпе киленме, чăваш çĕршывĕн авалхи йăли-йĕркипе паллашма май парĕ.
Читайте нас: