Çак кунсенче Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн культура çуртĕнче халăх костюмĕсен „Гулистан” фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕсем – ПР Культура министерстви тата Халăх пултарулăхĕн республика центрĕ.
- Пирĕн республика сайра йышши – кунта 160 ытла наци çынни пурăнать. Кашнине валли культура еткерлĕхне упраса хăварма условисем туса панă. Фестиваль тĕллевĕ – чи малтан, модельер ăстасене халăх костюмĕсене аталантарас, сыхласа хăварас енĕпе хавхалантарасси. Интернет тата массăлллă информаци хатĕрĕсем хăйсен модине йĕркеленĕ глобализаци тапхăрĕнче йăла-йĕркене сыхласа хăварасси, çав шутра наци костюмĕсене те, питĕ актуаллă пулса тăрать, - палăртса каланă Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн директорĕ Артур Алибаков.
Конкурсра Пушкăртстанра тата Челябинск облаçĕнче пурăнакан пурĕ 250 ытла çын хутшăннă, вĕсем республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăхсен костюмĕсене тăратнă.
Фотоÿкерчĕксем çинче - Бижбуляк районĕнчи ăстасен ĕçĕсем. Галина Данилован стилизациленĕ чăваш костюмĕсен коллекцине Пăслăкри "Тăван кĕтесĕм" халăх вокал ансамблĕ тăратнă. Тепĕр фотоÿкерчĕкре Олеся Андрееван кĕççерен тунă "Дыхание камней" коллекцийĕ. Ăстасен пултарулăхĕ куракансене тыткăна илет, тăван халăхшăн мăнаçлăх та çуратать. Çакăн пек ăстасем пур чухне халăх еткерлĕхне упраса хăварма пулĕ.