Пур хыпар та
Культура
11 Сентябрӗн 2019, 12:58

«Тавах сана, кĕвĕ, хавхалантарнăшăн»

Морис Яклашкин тĕп дирижер ертсе пыракан Чăваш государство академи симфони капелли çывăх вăхăтра Пушкăртстана килсе çитет.

Россия халăх артисчĕ Морис Яклашкин тĕп дирижер ертсе пыракан Чăваш государство академи симфони капелли классика тата хальхи вăхăтри кĕвĕ искусствине пропагандăлас енĕпе чылай ĕçсем туса ирттерет. Симфони капелли – К.В.Иванов ячĕллĕ Государство премийĕн лауреачĕ, тĕнчери фестивальсен дипломанчĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн грант çĕнтерÿçи.


Çывăх вăхăтра вăл кĕвĕ культурине, илемлĕ эстетика туйăмне куракан ăшне хывас тата классика кĕввине халăх хушшинче сарас тĕллевпе Пушкăртстана килсе çитет. Вулакансене унăн гастроль маршручĕпе паллаштаратпăр:


- сентябрĕн 17-мĕшĕ – Уфари ача-пăча филармонийĕ (Октябрь проспекчĕ, 33-мĕш çурт);


- 18-мĕшĕ - Стерлитамак хулинчи Культура керменĕ;


- 19-мĕшĕ - Бижбулякри Культура керменĕ;


- 20-мĕшĕ - Белебейĕнчи Тĕп культура керменĕ.


«Тавах сана, кĕвĕ, хавхалантарнăшăн» концерт программине уйрăм юрăçсемпе хор артисчĕсен юррисем кĕнĕ. Вĕсене чăваш, вырăс тата ют çĕршыв композиторĕсем кĕвĕленĕ. Тĕнче шайĕнчи хитсемпе романссене, кинофильмсенчи юрăсене чĕрĕлле итлеме май пулĕ.


Концертсем 19.00 сехетре пуçланаççĕ. Билетсем кермен кассисенче. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 927 855 65 58.

Читайте нас: