Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
25 Августӑн 2019, 19:40

„Кĕмĕл Акбузат” кинофестиваль старт илнĕ

Республикăн тĕп хулинче „Кĕмĕл Акбузат” пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль старт илнĕ.

„Родина” кинотеатрта „Кĕмĕл Акбузат” пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕн фильмĕсене кăтартма пуçланă.


Фестиваль программине Айнур Аскаровăн „Из Уфы, с любовью!” тата Арсен Аракелянăн „Сквозь зеркало”, çаплах конкурса хутшăнман А. Юмагуловăн „Етегян” картинăсенчен пуçланă.


Фестиваль „Башкортостан” ГКЗ уçăлнă, килнĕ хăнасем хĕрлĕ кавир çулпа утса иртнĕ.


Августăн 24-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен ирхи 10.00 сехетрен каçчен „Родина” кинотеатрта тĕрлĕ жанрлă фильмсем кăтартĕç.


Çĕнтерÿçĕсене Арслан Бикбаев тата Салават Ганеев авторсен çунатлă лаша статуэткисене парĕç. Кинофестивалĕн гран-прине илекен статуэткăсăр пуçне миллион тенкĕ илĕ.

Читайте нас: