Шупашкарта «Хĕрарǎм! Сан умǎнта таятǎп пуçǎма!" регионсем хушшинчи конкурс иртет.
Чăваш наци конгресĕ пуçарнипе 2019 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта «Хĕрарǎм! Сан умǎнта таятǎп пуçǎма!" регионсем хушшинчи конкурс иртет.
Ăна Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне халалланă. Ку уява Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Ассамблейин 2008 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнчи A/RES/62/136 номерлĕ Резолюцийĕпе килĕшÿллĕн паллă тума йышăннă.
Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен Кунне кашни çул октябрĕн 15-мĕшĕнче уявлаççĕ. ЧНК ирттерекен «Хĕрарǎм! Сан умǎнта таятǎп пуçǎма!" конкурс йĕркине (положенине) Россия регионĕсенчи чăваш наципе культура автономийĕсене тата Чăваш Ен районĕсен ертÿçисене ярса панă.
Конкурса хутшăнас кăмăллисен октябрĕн 7-мĕшĕччен ыйтса (заявлени) çырса çак адреспа ярса памалла: г. Чебоксары, ул. К. Воробьевых, д.10, здание ЧНК . Электронная почта: [email protected].
Уяв Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕн çуртĕнче иртĕ. (Шупашкар, Мускав проспекчĕ, 33/9).