Пур хыпар та
Культура
12 Июлӗн 2019, 10:49

„Таштамак кинемисем” мĕнпе илĕртеççĕ?

Таштамак ялĕнчи „Таштамак кинемисем” ансамбль чăваш юррисемпе савăнтарать.

Таштамак ялĕнче пурăнакан кинемисем эрнере темиçе хутчен, мĕнпур ĕçĕсене пăрахса, Культура çуртне репетицине çÿреççĕ. Шăпах вĕсем халăх пултарулăхĕн йăли-йĕркисене упракансем пулса тăраççĕ.
Вĕсем ват асламăшĕсемпе кукамăшĕсем юрланă пек юрлаççĕ, ăруран ăрăва куçса пыракан хаклăхсене перекетлĕн упраççĕ.
„Таштамак кинемисем” („Таштамакские бабушки”) – хăйсен ансамбльне вĕсем çапла ят панă. Коллектива шкул завучĕ Любовь Кирилова ертсе пырать. Репетицине пĕрмаях 14 çын çÿрет. Вĕсен вăтам ÿсĕмĕ – 63 çул. Икĕ çул каярах, ан¬самбле йĕркеленĕ чухне, унта мучисем те çÿренĕ.
Репертуарта, тĕпрен илсен, чăваш юррисемпе такмакĕсем. Любовь Кирилова тата Юрий Федоров аккомпанементлаççĕ.

Халăх юррисене юратни тĕрлĕ профессиллĕ çынсене творчествăлла пĕр коллектива пĕтĕçтернĕ. Вĕсем хушшинче техничкăсем, лаборантка, сысна пăхакан, садикри воспитателĕн пулăшаканĕ, повар, сутуçă пур.
Ансамбль районти тĕрлĕрен мероприятисене активлă хутшăнать.
В.КИРИЛОВА.
Читайте нас: