Аургазă хыпарçи
-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
8 Июлӗн 2019, 20:01

Ирина Саригелĕн чун-чĕре çеммисем

Нагадакри Культура çуртĕнче поэтăн тата композиторăн, юрăçă-авторăн Ирина Саригель (Сухарева) пултарулăхĕн юбилей вечерĕ иртрĕ.

Сцена çинче пилĕк сехет тăршшĕне тăван ен, атте çурчĕ, юрату çинчен витĕмлĕ сăвăсем тата юрăсем янрарĕç. Куракансене авторăн паллă юррисемпе те, çĕннисемпе те паллаштарчĕç. „Манăн чун-чĕре çеммисем” - юрăçă-автор хăйĕн пултарулăх вечерне çакăн пек ят панă.


Ирина хăйĕн, классик поэтсен тата вырăнти поэтсен – Николай Леонтьевăн, А. Савельев-САСăн тата ыттисен – сăввисем тăрăх та юрă хывать. Хăшпĕр авторсем те вечера килнĕччĕ. И. Саригель питĕ лайăх преподаватель тата çамрăксен наставникĕ, пултаруллă поэт тата композитор, юрăçă, аккомпаниатор, обществăлла деятель, Уфа хулинчи чăваш хĕрарăмĕсен совечĕн руководителĕ, питĕ лайăх арăм тата анне. Калашле, „пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă”.



Вăл çĕр ытла композици çырнă. Тĕпрен илсен, тăван чăваш чĕлхипе, анчах вырăс тата пушкăрт чĕлхисемпе те темиçе юрă пур. Поэтесса уяв дати тĕлне аллă юррăн нота тексчĕпе „Тĕлпулăва мухтав” автор сборникне пичетлесе кăларнă. Автор ăна пултарулăх вечерĕн хăнисене – вĕсемпе хутшăнни ăна хавхалантарнă çынсене - парнелерĕ. Вĕсем шутĕнче ПР чăвашсен Канашĕн ĕçтăвком председателĕ Людмила Мурманская, писатель тата поэт А. Савельев-САС, ”Урал сасси” республика хаçачĕн главнăй редакторĕ Юрий Михайлов пурччĕ. Вечера республикăн мĕнпур кĕтесĕсенчен тата Мускавран та килсе çитнĕ пысăк хăнасен тата тусĕсен мĕнпур званийĕсене тата регалийĕсене каласа тухма та çук. Ирина Саригеле саламлама 70 ытла хăна килсе çитнĕ. Пултарулăх вечерне Пушкăрт государство медицина университечĕн пĕрремĕш курс студенчĕсем Татьяна Родионова тата Станислав Иванов, çаплах „Нарспи” этнографи-фольклор халăх ансамблĕн солисчĕ Олеся Дмитриева ертсе пычĕç.



Сăмах калакан кашни çын Иринăн талантне палăртрĕ. Ăна нумай парне пачĕç: çав шутра ветеран авса тунă çăпата та, поэтессăна хисеплекен çамрăк хĕрĕн сăвви те.


Вечер ăнăçлă иртрĕ. Ял çыннисем „Пирĕн Ирина епле маттур!” тесе калаçнисем халĕ те лăпланман. Нагадак çĕрĕ çакăн пек пултаруллă хĕр ÿстерни, хăйĕн çĕрне, хăйĕн чĕлхине мухтама пирĕн тăван çĕршыв – Пушкăртстан – ăна çунатсем хушни çинчен шухăшласан чун савăнать.


Справка

Ирина Саригель (Сухарева) – ученăй-историк, истори наукисен докторĕ, Пушкăрт государство медицина университечĕн философи тата социаллă ĕç курсĕпе социаллă-гуманитарлă дисциплинăсен кафедра профессорĕ, „Шăпчăк сасси” эстрада тата халăх юррисен республика фестивалĕн лауреачĕ тата дипломанчĕ.

Н. ШИБАНОВА.
Читайте нас: