Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
23 Майӑн 2019, 10:21

«Салам – 2019» йыхравлать

2019 çулхи июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Уфа хулинчи С.Т. Аксаков ячĕллĕ Культура тата кану паркĕнче йăлана кĕнĕ IX «Салам-2019» чăваш юрăпа ташă фестивалĕ иртет.

Положени тăрăх фестивале кашни районтан вун пиллĕкрен ытла мар çын хутшăнать, кам каяссине вырăнти чăваш культура обществи палăртать. Участниксен ÿсĕмĕ 14 çултан пуçласа.


Фестиваль çак номинацисемпе иртет:

чăваш юррине ушкăнпа юрласси;

чăваш юррине пĕччен юрласси;

ушкăнпа ташă ташласси;

пĕччен ташă ташласси;

музыка инструменчĕпе каласси.


Сцена çине кашни ушкăн черетпе (фестивале хутшăнасси пирки панă заявка номерĕ тăрăх) тухать. Жюри хаклавне тÿрех секретариата пĕлтереççĕ. Юрлакансемпе ташлакансем кирек хăш номинацие те (кашни номинацире пĕрер номер) хутшăнма пултараççĕ.


«Салам» фестиваль Уфа хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ, ПР Халăхсен туслăх çурчĕ патшалăх бюджет учрежденийĕ, ПР Чăваш культура обществи йĕркеленипе иртет.


Конкурса тĕрĕс хак пама сумлă жюри членĕсене суйласа çирĕплетĕç. Кашни номинацире виçĕ парнеллĕ вырăн (I, II, III степень лауреачĕсем) пулĕ.


Командировка тăкакĕсене конкурса яракан организаци хăй çине илет.


Фестиваль положенийĕпе туллинрех ПР Халăхсен туслăх çурчĕн www.addnrb.ru, «Урал сасси» хаçатăн https://ursas.rbsmi.ru/ сайчĕсенче, «Одноклассники» социаллă сетьре «Центр чувашей Башкортостана», «Хĕвел» ушкăнсенче http://ok.ru/group5/8941831249983 паллашма пулать.


Фестиваль участникĕсен хăйсен çумĕнче паспорт пулмалла. Заявкăсене июнь уйăхĕн 7-мĕшчен [email protected] почтăпа е оргкомитет адресĕпе памалла: 450077, г.Уфа, ул. Ленина, д.56, ГБУ Дом дружбы народов РБ, офис 4.


Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8(917) 7515903, 8(967) 4541303. Фестиваль координаторĕсем: Т.Е. Петрова, тел.: 8(917)4268466; П.В.Чубенко, тел.: 8(967)4541303.


Йĕркелÿ комитечĕ.
Читайте нас: