Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
23 Майӑн 2019, 16:32

Кĕнеке çурчĕн хуçи

Наумкинти библиотека заведующийĕ Оксана Матвеева хăйĕн профессине сайра тĕл пулаканни тесе шутлать.

Паянхи кун районта 25 библиотека, вĕсенче 34 специалист ĕçлет.


Наумкинти библиотека заведующийĕ Оксана Матвеева хăйĕн профессине сайра тĕл пулаканни тесе шутлать. Ялти библиотека вĕт – пĕчĕк тĕнче варри. Ял çыннисем, аслисем те, ачасем те, кунта туртăнаççĕ. Çак кĕнеке çурчĕн хуçи вĕсене яланах хаваспа кĕтсе илессине пĕлеççĕ. Оксана Витальевна 25 çул хушшинче хăйĕн вулаканĕсен интересĕсене пĕлсе çитнĕ. Кашнине кирлĕ литература суйласа илме пулăшать, мĕн вуламаллине сĕнет.
Библиотекăн кĕнеке фончĕ – 11 пин. Кашни çул ăна çĕнетсе пыраççĕ, тĕрĕс, халĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтересси кирлĕ шайра мар. Шел пулин те, хаçат-журнал çырăнса илме сахалрах укçа уйăрса параççĕ, анчах та район хаçачĕ – çырăнма тивĕçлисен шутĕнче. Ял çыннисене вăл кирлĕ! Çырăнса илме пултарайманнисем ăна библиотекăра вулаççĕ. Тата, паллах, вырăнти хыпарсене библиотекарьпе сÿтсе яваççĕ.
Библиотека çумĕнче 15 çул ытла „Мастарова” клуб ĕçлет, вăл мордва халăхĕн хăйне евĕрлĕ культурине сыхласа хăварас, аталантарас енĕпе ĕçлет. Библиотекарь вулакансемпе пĕрле хăйпултарулăх мордва ансамблĕн составĕнче наумкинсен пултарулăхне район сцени çинче кăна мар, республикăра та кăтартать. Вăл хăйĕн упăшкин, Анатолийăн - Наумкинти культура çурчĕн культорганизаторĕн – пулăшаканĕ.
- Библиотека – пултарулăх çурчĕ. Кунта çÿрекенсемпе эпир юрлатпăр та, тавлашатпăр та, рецептсемпе те улшăнатпăр, - каласа парать заведующи.


„Пирĕн Оксана” – наумкинсем библиотекарь çинчен çапла калаççĕ.
- Оксана Витальевна ирттерекен кирек епле мероприяти мухтанине тивĕçлĕ. Хăйĕн ытарайманлăхĕпе тата ăсталăхĕпе вăл хăй тавра çынсене пĕрлештерет. Вăл картишне те творчествăллă йĕркеленĕ. Мĕнпур çĕрте йĕрке тата йĕри-тавра чечек. Эпĕ кивĕ урапа çинче петунисем илемĕпе илĕртсе ларма пултарнине курсан тĕлĕнсе кайрăм, вĕсем кивĕ атă ăшĕнче те ÿсме пултараççĕ, – ĕçтешĕпе хавхаланать районти библиотека директорĕ Замера Хусаинова.
Ялти активисткăна урăх, статуслăрах тенĕ пек, ĕç вырăнĕ те сĕннĕ. Анчах та унăн урăх професси çинчен шухăш çуралман. Мĕншĕн тесен юратнă тата чунтан тăвакан ĕç чи лайăххи.
Читайте нас: