Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
14 Майӑн 2019, 10:31

Культура эстафети малалла пырать

Аургазăсем профессилле мар театрсен республика фестиваль-марафонĕн штандартне Гафури районне панă.

Театр çулталăкне халалланă фестивале кăçалхи хĕлле пуçарса янă. Йĕркелÿçĕсен шухăшĕпе Пушкăртстанăн кашни муниципалитетĕнче çулталăк тăршшĕпе вырăнти театрсем чи лайăх спектаклĕсене кăтартмалла.
Эстафетăна пирĕн район стерлибашсенчен йышăннă. „Аургазы” тутар халăх театрĕн хăйпултарулăх актерĕсем ун чухне Стерлибашри культура çуртĕнче „Эт каны” («Йытă юнĕ») комеди кăтартнă. Марафон йĕркипе артистсем çак спектакльпе, районти клубсенче пулса, пирĕн куракансене те савăнтарнă.
Иртнĕ эрнере аургазăсем театр эстафетине кÿршĕсене панă. Районти Культура керменĕн сцени çинче Аургазă районĕн администраци пуçлăхĕ Зуфар Идрисов тата культура пайĕн начальникĕ Булат Багаутдинов профессилле мар театрсен республика фестиваль-марафонĕн штандартне Гафури районĕнчи хăйсен ĕçтешĕсене панă.
Аургазă кураканĕсене „Гафури” халăх театрĕ Мустай Каримăн „Ай тотолган тондэ” («Уйăх тĕттĕмленнĕ каç») пьеси тăрăх трагеди кăтартнă.
Читайте нас: