Пур хыпар та
Культура
19 Апрелӗн 2019, 10:26

Аургазăн чи лайăх сасси заводра ĕçлет

Пирĕн ентеш Рушана Валиева „Голос. Перезагрузка” шоу телепроект финалĕнче тунă пысăк çитĕнÿ „Голос Аургазов” конкурс ирттерме сăлтав пулса тăчĕ.

Пирĕн ентеш Рушана Валиева „Голос. Перезагрузка” шоу телепроект финалĕнче тунă пысăк çитĕнÿ „Голос Аургазов” конкурс ирттерме сăлтав пулса тăчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов культура ĕçченĕсене çакăн пек шухăш панă.
Тĕп вокал конкурсĕн çĕнтерÿçи Валентина Иванова пулса тăчĕ. Гала-концертра Семен ялĕнче çуралса ÿснĕ 24 çулхи хĕр акăлчан чĕлхипе юрă юрларĕ. Вăл вăйлă сасăпа, мелизмсемпе питĕ лайăх юрларĕ, ăна тăвăллăн алă çупрĕç. Валентина музыкăра кăна мар вăйлă. Вăл витаминсен усси çинчен нумай пĕлет. Хĕрĕн ĕç кунĕсем Уфари витамин заводĕнче иртеççĕ вĕт, пушă вăхăтра вăл тăван ялĕнче рок-ушкăнра пĕччен юрлать. Асра юлмалли сăнаршăн ăна конкурса ертсе пыракансем символла „Витаминка” ят панă. Гран-при хуçине районти Культура керменĕн сасă çыракан студине сертификат панă.
Виçĕ уйăх хушшинче йĕркелÿçĕсем 500 ытла çынна итленĕ, вĕсенчен 26-шĕ юлашки тапхăра çитнĕ. Чи пĕчĕк финалист пилĕк çулта пулнă, чи асли - Нагадак ялĕнчи Николай Работников механизатор - 51 çулта.

Музыкăна юратни учительсене, медсестрасене, кил хуçи арăмĕсене, ялхуçалăх работникĕсене, студентсене, йĕркелĕхе сыхлакансене пĕрлештернĕ. Вĕсем вăрçă, тăван çĕршыва, аннене юратни çинчен тĕрлĕ чĕлхепе юрларĕç. Пурте юратакан эстрада юррисене шăрантарчĕç. Кашни ÿсĕм ушкăнĕнче жюри çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ.
Çапла, чи кĕçĕннисем хушшинче (10 çула çитиччен) Толбазăри пилĕк çулти Александра Михайлова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Хĕрачан çурхи юханшыв пек шăнкăртатакан янравлă сасси никама та сÿрĕк хăвармарĕ. Куракансем: „Маттур!”- тесе кăшкăрчĕç. Тав тăвакан публика участниксенчен нумайăшне çакăн пек кăмăл-туйăм парнелерĕ. Çĕнĕ Адзитар ялĕнчи Физалия Калимуллина иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн ĕмĕчĕ – пĕрремĕш каналпа кăтартакан „Голос. Перезагрузка” шоуна лекесси. Толбазăри Данил Семенов виççĕмĕш пулса тăчĕ. Вăл „Необыкновенная” юрра чуна тивмелле юрласа пачĕ, ăна амăшне халалларĕ.
Вăтам ушкăнра (11-16 çулхисем) Болотино ялĕнчи Елизавета Сухарева I степень диплома тивĕçлипе илчĕ. Вăл илемлĕ юрлать кăна мар, фортепьяно та калать. Ачасен музыка шкулĕн вĕренекенĕсем Диана Дмитриева тата Азалия Абдрахманова иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 17 çулхисем тата аслăрах категоринче Семен ялĕнчи Руслан Ахтариев (27 çулта) чи лайăххи пулчĕ, иккĕмĕшĕ – Меселпуç ялĕнчи Олеся Ефимова (33 çулта), виççĕмĕшĕ – Николай Работников.
„Голос Аургазов” конкурс нумай талант тупса палăртрĕ. Халĕ Культура керменĕн вокал преподавателĕсен хăш енĕпе ĕçлемелли пур. Вĕсен пултарулăх пухмачĕ çĕнĕ талантсемпе пуянланчĕ вĕт. Çакăн пек шоуна кашни çул ирттерме планлаççĕ.
Читайте нас: