Аургазă хыпарçи
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
27 Мартӑн 2019, 12:48

„Пĕрремĕш республика” – куççуль кăларакан фильм

Пушкăртстаншăн юбилей çулĕнчи чи паллă культура событийĕ – „Пĕрремĕш республика” пысăк пĕлтерĕшлĕ художествăлла фильм премьери.

Ăна Булат Юсупов режиссер ÿкернĕ. Фильм Пушкăртстан Республикин культура никĕсне хывнă çынсем, вĕсен хăрушă шăпи çинчен каласа парать. Вăл пушкăрт чĕлхипе, вырăсла субтитрсемпе пырать. „Пĕрремĕш республикăна” Толбазă ялĕнче мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 10-мĕшĕччен „Радуга” кинотеатрта кăтартĕç.
„Пĕр пĕтĕм сюжет тĕллевлĕхĕ çук, мĕншĕн тесен пулса кайнăшăн савăнакан, пĕрремĕш утăмсем тăвакан тата таврари тĕнче çине айванла пăхакан, анчах 1937 çулта сталинизмăн хаяр чăнлăхĕпе тĕл пулнă пĕтĕм республика шăпи сюжет тĕллевлĕхĕ пулса тăрать. Пушкăртри пĕтĕм творчество интеллигенцине тенĕ пек репрессиленĕ... Нумай ахаль çын шар курнă. „Персе вĕлерекен машина” кăнтăрла та, çĕрле те ĕçленĕ. Моторсем хăватлă кĕрленĕ май республикăри НКВД путвалĕсенче вĕлернĕ, çаплах хула тулашĕнче – Сергиевский масарĕ çинче, Уфа юханшывĕн çыранĕнче (халĕ „Зеленая роща” санатори вырнаçнă вырăнта). Вĕлернисене Ивановское масарне турттарнă („Юбилейный” Культура керменĕ хыçĕнче), тăванла масар шăтăкĕсене купи-купипе пăрахнă. „Пысăк террор” çулĕсенче 58-мĕш „политикăлла” статья тăрăх 50 пин ытла çынна репрессиленĕ – персе вĕлернĕ, тĕрмене лартнă, ссылкăна янă – тесе шутлаççĕ. Пушкăртри культура революцийĕн итогĕсем çавăн пек”, - çырать фильм тĕлĕшпе хăйĕн рецензийĕнче паллă историк Салават Хамидуллин.
Паллă публицист Шамиль Валеев хушса калать: „Фильм хĕвеллĕ Пушкăртстанăн чаплă çыннисене кĕскетнĕ хушаматсемпе çеç – творчество псевдонимĕсем тăрăх – пĕлекенсемшĕн усăллă”.

Çапла, халăх хăйĕн паттăрĕсене пĕлме тивĕçлĕ!
Хыççăн калани. Паллах, фильм пăхнă хыççăн репрессисенче айăпсăр çынсене пĕтернĕ Сталин влаçне тепĕр хут ылханма пулать. Анчах ыйту лартар-ха: „Хăйсен кÿршисем, ĕçтешĕсем, тăванĕсем тĕлĕшпе тăватă миллион ытла çăхав кам çырнă-ха?” Çав совет çыннисемех. Пĕр Сталин çеç айăплă мар. Çакă пирĕншĕн пуриншĕн те халĕ те актуаллă.
Читайте нас: