Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
19 Мартӑн 2019, 17:00

Тĕп сăнарсем – ачасем

Район библиотекарĕсем вулакансене „Пуканелле библиотеатр” çĕнĕ проект парнелĕç.

Ялсенчи вулав залĕсем кăçал спектакльсен инсценировкисене, арт-выставкăсем кăтартмалли, районти театр коллективĕсен ветеранĕсемпе тĕл пулмалли, квест-вăйăсем, конкурссем тата викторинăсем ирттермелли площадкăсене çаврăнĕç. Ачасем пукане театрĕн актерĕсем пулса тăрĕç. Пукане ăсталама, спектакльсем кăтартма вĕренĕç.
Уйрăм тимлĕх ыйтакан ачасем патне театр хăй кайса çÿрĕ. Çакна „Кĕнеке тухтăр” Библиотерапи центрĕ ĕçленипе тума пулĕ. Вăй-хал майĕсем чикĕллĕ ачасем вырăс, пушкăрт, чăваш тата тутар халăх юмахĕсене хăйсен килĕсенче пăхĕç.
Проект эмблеми – вырăс пукане театрĕн чаплă сăнарĕ Петрушка – пĕр ял тăрăхĕнчен тепĕр ял тăрăхне çул çÿрĕ. Халĕ ăна Балăклăкуль ял тăрăхне панă. Мартăн 22-мĕшĕнче 17.00 сехетре Балăклăкуль библиотекинче „Пĕтĕм тĕнче – театр” литература мыскари иртĕ. Театралсем „Çарăк” вырăс халăх юмахĕн постановкине курма пултарĕç, ăна тутăртан тунă пукане театрĕ кăтартĕ. Наумкинти библиотека куракансене „Кулисăн икĕ енĕ” квестпа савăнтарĕ. Мероприятисен планĕпе эсир http://www.libl.ru/ сайтра, „Проектсем, конкурссем” рубрикăра паллашма пултаратăр.
Читайте нас: