Культура керменĕн режиссерĕ Рамиль Насыров ертсе пыракан „Экос” кăтартуллă театр-студийĕн актерĕсем „Пĕррехинче сивĕ хĕлле” спектакль кăтартĕç.
Мероприяти январĕн 25-мĕшĕнче 14.00 сехетре пуçланать. Тÿлевсĕрех кĕртеççĕ.
Февраль уйăхĕнче республика фестивалĕ-марафон иртет, мартра – пĕтĕм Российăри Театр кунне халалланă „Театр çуркунни”.
Апрель уйăхĕнче пирĕн „Аургазы” тутар халăх театрĕ Стерлибаш районĕнчен эстафета йышăнĕ, Театр çулталăкĕн штандарт-символне илсе килĕ.
Эпир ăна май уйăхĕнче Гафури районне парăпăр.