Пур хыпар та
Культура
18 Кӑрлач 2019, 14:46

„Кăшарни сиввисем” фестиваль

„Голос” проект шоу финалистки Рушана Валиева „Кăшарни сиввисем” фестивальте юрлĕ.

Январĕн 24-мĕшĕнче Бирск хулинче эстрада музыкин тата ташшин регионсем хушшинчи „Кăшарни сиввисем” фестиваль-конкурсĕ старт илет. Конкурс программине солистсем тата коллективсем, хореографи тата вокалпа инструментсем калакан ансамбльсем хутшăнĕç.


Бирск хулин Хула Культура керменĕн сцени çине „Голос” телепроект финалистки Рушана Валиева та тухĕ. Астутаратпăр, нумай та пулмасть пĕтĕм республика Аургазă районĕнчи Толбазă ялĕнче çуралса ÿснĕ 19 çулхи хĕршĕн хумханчĕ, сасăларĕ. Рушана хăйĕн наставкникĕпе, Сергей Шнуровпа, „Голос” шоу çинчен шÿтлĕ юрă, Борис Гребенщиковăн „Город золотой”, çаплах Бритни Спирсăн Тохiс юррисене юрларĕ. Куракансем сасăланин результачĕсем тăрăх вăл, виççĕмĕш вырăн йышăнса, конкурс финалистки пулса тăчĕ.


„Кăшарни сиввисем” фестивальте çамрăк юрăçă конкурс участникĕсемпе творчествăлла тĕлпулу ирттерĕ, проект çинчен хăйĕн кăмăл-туйăмĕсемпе паллаштарĕ, унта хутшăннă вăхăтра мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулни çинчен каласа парĕ.


„Кăшарни сиввисем” фестиваль январĕн 24-26-мĕшĕсенче иртет. Ăна Пушкăрт Республикин Культура министерстви, Халăх пултарулăхĕн республикăри центрĕ тата Бирск районĕ муниципаллĕ район администрацийĕ йĕркелеççĕ.

Читайте нас: