Вăл çулсерен участниксенчен 30 ытла заявка пухать. Вĕсен хушшинче вĕренекенсем, студентсем, юрă коллективĕсем тата ял çыннисем.
Юрăçăсен ытарайманлăхĕ тата хĕрÿлĕхĕ залри çынсен кăмăлне кайрĕ, лирикăлла композицисем чуна хускатрĕç, питĕ лайăх вокалпа тыткăна илчĕç. Концерт номерĕсем кăтартакансене те, творчествăлла пĕрлешÿсен руководителĕсене те тăвăллăн алă çупрĕç, хавхалану сăмахĕсем каларĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе паллаштаратпăр.
«Ветерансем юрланă чи лайăх юрă» номинацире: Çĕнĕ Федоровка ялĕнчи «Ялти сасăсем» фольклор коллективĕ (1-мĕш вырăн), Толбазă ялĕнчи Культура керменĕн «Ветеран» халăх хорĕ (2-мĕш вырăн), Турумбетри ялти Культура çурчĕн «Йыйын» халăх фольклор коллективĕ (3- мĕш вырăн).
«Чи лайăх комсомол юрри» номинацинче: Нагадак ялĕнчи шкулăн «Ăраскал» (1-мĕш вырăн), нумай профиллĕ колледжăн (2-мĕш вырăн), Треппел ялĕнчи шкулăн (3-мĕш вырăн) учителĕсен вокал ансамблĕсем.
«Аслă Отечественнăй вăрçă темипе чи лайăх юрланă юрă» номинацинче: Исмагил ялĕнчи Эльза Айнуллина (1-мĕш вырăн), Мурадăм ялĕнчи шкулăн учительсен коллективĕ (2-мĕш вырăн), ачасен Б.Гайсин ячĕллĕ музыка шкулĕн хорĕ (3-мĕш вырăн).
«Тăван ен çинчен чи лайăх юрă» номинацинче: нумай профиллĕ колледжăн (1-мĕш вырăн), Толбазă ялĕнчи лицейăн (2-мĕш вырăн), Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ шкулăн вĕренекенĕсен (3-мĕш вырăн) вокал ансамблĕсем.
«Çар çинчен чи лайăх юрланă юрă» номинацинче: нумай профиллĕ колледжăн студенчĕ Раиль Рахимов (1-мĕш вырăн), Толбазă ялĕнчи Елена тата Александр Терентьевсен дуэчĕ (2-мĕш вырăн), Толбазă ялĕнчи Юлия Сидорова (3-мĕш вырăн).
- Пирĕн фестиваль интереслĕ тата чуна хумхантармалла иртрĕ. Нихçан вĕçленми астăвăм пур – ку вăл пирĕн
пуласлăхшăн пурнăçĕсене панисене асра тытни. Ирпе вăрансан санăн умăнта питĕ лайăх кун пулни çинчен, сана нимĕн те хăратса тăманни тата ĕмĕтсем пурте пурнăçланасси çинчен пĕлни лайăх. Телейлĕ пуласси тата ыттисене те телейлĕ тăвасси питĕ лайăх, - терĕ çĕнтерÿçĕсене саламланă май ветерансен район совечĕн председателĕ Инсаф Мифтахов.
Фестиваль участникĕсене дипломсемпе, çĕнтерÿçĕсене призсемпе наградăларĕç.