Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
13 Декабрӗн 2018, 18:39

Ташлама юратакансем

Аургазă хĕрĕсен ташă дуэчĕ "Байыкра" хавхалантарнă

Аделина Залилова тата Азалия Юмагулова "Байык-2018" ташă конкурсĕнче "Дуэт" номинацинче I степень лауреачĕсем пулса тăнă. Йăл кулакан артистсем куракансене тата хытă ыйтакан жюрине ташă ăсталăхĕпе тата ытарайманлăхĕпе тыткăна илнĕ.


Çакă вĕсен пĕрремĕш пысăк наградисем мар. Конкурсантсем - пĕтĕм тĕнчери тĕрлĕ фестивальсен çĕнтерÿçисем тата призерĕсем. Вĕсем Болгаринче те сцена çинче тĕлĕнтернĕ. Пирĕн лауреатсем - Культура керменĕ çумĕнчи "Радость" кăтартуллă хореографи ансамблĕн солисткисем. Ачаранпах ташă çеммипе пурăнаççĕ. Азалия тата Аделина мĕнле професси суйласа илессине вăхăт кăтартĕ. Халлĕхе вĕсем Толбазă лицейĕн выпускникĕсем. Анчах хĕрачасем ташă вĕсен чĕрисене яланлăха çавăрни çинчен калаççĕ.


Çамрăк хĕрсем талант тата çине тăрассине ашшĕ-амăшĕсенчен илнĕ пулас. Аделина ашшĕ - артист, уяв мероприятийĕсене ертсе пырать, амăшĕ - районти Культура керменĕн хореографĕ. Юмагуловсен çемйи иртнĕ çулта "Полицейскисен чи лайăх çемйи" республика конкурсĕнче çĕнтернĕ.


- "Байык" маншăн тата манăн воспитанниксемшĕн черетлĕ экзамен пулчĕ, эпир унта хумхантăмăр, пăшăрхантăмăр тата çитĕнÿ тума ăнтăлтăмăр. Пирĕн пулса тухрĕ! - каласа парать вĕсен вĕрентекенĕ Альбина Залилова хăйĕн кăмăл-туйăмĕ çинчен. Конкурсра ăна ПР Культура министерствин Хисеп грамотине панă.


Хыççăн калани. "Байык" телевидени проекчĕ 11 çул хушшинче куракансен хисепне тивĕçнĕ тата пĕтĕм тĕнче шайĕнчи фестиваль пулса тăнă. Кăçал унта республикăри артистсемсĕр пуçне Российăн тĕрлĕ хулисенчи тата çывăхри ют çĕршывсенчи ташăçăсем те хутшăннă. Ташлакансен хисепĕ 500 çынран иртнĕ.


Читайте нас: