Пур хыпар та
Культура
12 Декабрӗн 2018, 16:28

Йăлтăркки йăхĕн хушпăвĕсем

Бишкаин ялĕнчи Степан Федоровăн çемйинче йăлтăркка хушпусем йăхран йăха куçса пынă.

Çак фотоÿкерчĕк Бишкаин ялĕнчи Ольга Савельеван çемье архивĕнчен. Ăна 1950 çулта тунă.


Чăваш хĕрарăмĕсем тухъяна тата хушпăва çемьере тимлĕ упранă тата еткере хăварнă. Туй хыççăн тепĕр кун çамрăк арăм тухъя вырăнне хушпу тăхăнма пуçланă. Ăна тимĕр укçапа, ирĕклĕн вылянакан йышлă ярапасемпе илемлетнĕ. Ярапасем тума хаклă чулсемпе - ахах, изумруд, топаз - усă курнă. Утнă чухне вĕсем туй ташши кĕввине кăларнă.


Бишкаинти Степан Федоровăн çемйин йăхран йăха куçнă хушпăвĕсем хăйсен йăлтăркка тĕсĕпе тата илемĕпе уйрăмах чапа тухнă. Çавăнпа вĕсен йăхне "йăлтăркки" теме пуçланă. Вĕсем чăн-чăн ăсталăх произведенийĕсем пулса тăнă. Енчен те ахаль хушпу икĕ килограма яхăн таять пулсан, Федоровсен вара - 4 килограмм. Хальхи хушпусем - 700-800 грамм. Пиччĕн пайĕнче 1738 çулта Елизавета Петровна императрицăна халалласа çапса тунă тăватă ылтăн укçа çиçсе тăнă. Хушпу çинче хĕрлĕ-кĕрен тĕслĕ чăн-чăн мерчен пулмалла пулнă. Унпа пĕрле тата кĕмĕл укçапа витнĕ шÿлкеме тăхăннă. Хушпу Йăлтăркки ăрăвĕшĕн хаклă, асăнмалăх япала пулнă. Анчах 30- мĕш çулсенче, репрессисем вăхăтĕнче, Федоровсен хушпăвĕ çухалнă.


Енчен те халăхра илем патне юрату упрансан, халăх тумĕ пĕтмест, пирĕн

иртнине, хальхине тата малашлăха çыхăнтарса, вăл пурăнать тата аталанать.


А. ИВАНОВ. Бишкаин ялĕ.
Читайте нас: