Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
4 Декабрӗн 2018, 14:39

Çăпатаран пуçласа мăя таран

Толбазăри Культура керменĕнче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен халăх ăстисем «Халăх хисепĕ» выставкăна пухăннă

Культура керменĕнче «Халăх хисепĕ» выставка иртрĕ. Ăна хушма пĕлÿ паракан «Альтаир» учреждени никĕсĕнче йĕркеленĕ.


Культура керменĕн фойи вăхăтлăха творчествăлла ĕçсен центрĕ пулса тăнă. Ĕçсен тĕрлĕлĕхĕ асра юлмаллаччĕ. Тăм савăт-сапа, çыхнă, тĕрленĕ, йывăç изделисем, çăмпа усă курса тунă живопись, çыхнă чĕнтĕрсем, йывăç пластика тата нумай ытти.


Бирск хулинчи ăстасен артелĕн представителĕсем хĕвелçаврăнăш çăвĕ илсе килнĕччĕ, унăн

вăрттăнлăхĕ - туса хатĕрленин технологийĕнче. Ăна ĕлĕкхи рецептпа юман преспа (метала

лектермесĕр) пăрса юхтараççĕ, çавăнпа «чĕрĕ» теççĕ, мĕншĕн тесен, промышленноçрипе

танлаштарсан, унра химикатсем, сиенлĕ хушăмсем çук. Усăллă апат-çимĕçе 200 грамлă бутылкăна 150 тенкĕпе кăмăлласах туянса пĕтерчĕç. Бирск çыннисем куракансене дизайнерпуканисемпе, матрешкăсемпе,

çăпатапа, хурапуçран авса тунă кунтăсемпе паллаштарчĕç. Артель представительници Людмила

Черникова акă ĕнтĕ 12 çул хурапуçран авас енĕпе ĕçлет. Çутçанталăк материалне пула çеç мар çак хоббине суйласа илнĕ, ăна паллă Мегре авторăн кĕнекисем хавхалантарнă. Вĕсене вуласа тухнă хыççăн манăçа тухса пыракан ремеслана çĕнĕрен пуçарса ярассине хăйĕн тÿпине хушма шутланă.


Çипрен тунă картинăсем хăйне евĕрлĕччĕ. Толбазăри лицейĕн ИЗО учителĕ Раушания Габидуллина çакăн пек шедевр тума мĕн чухлĕ вăхăт тата материал кирли çинчен каласа пачĕ. Çавăнпа та вĕсем хаклă тăраççĕ – 1,5-3 пин тенкĕ.


Модăна пăхăнакансем Уфари «Жемчужина» творчествăлла центрти Сарвар Аслаеван сĕтелне хупăрласа илчĕç. Модельерăн хăйĕн бренчĕ пур. Вăл капăрлатмалли япаласем тăвать, наци костюмĕсем çĕлет.


- Капăрлатмалли япаласене тĕрлĕрен тăватăп. Тÿрех пулса тухаканнисем те пур, хăшпĕр чухне вара тума хатĕрлесе хунă япала хăйĕн вăхăтне кĕтет. Хăлха çакки тата колье нумайрах ыйтаççĕ, ман çинче халĕ – сакал – сăранран çĕленĕ кăкăрлăх. Пирĕн патра ун пеккине никам та тумасть тенипе пĕрех, - тет ăста.


Аургазăри шкул ачисем ăстасен ĕçĕсене квест заданийĕн формипе тишкерчĕç, 13 ремесла тата промысла тăрăх мастер-классем пăхрĕç. Вĕсем хăва тураттинчен карçинкка мĕнле авмалли, хĕрлĕхен курăкне ферментлани, батик, татăк-кĕсĕкрен оригами тăвасси... çинчен пĕлчĕç. Командăсем дипломсем тата парнесем илчĕç, ăстаремесленниксене шкул-фестивалĕн хисеп грамотисемпе

наградăларĕç.
Читайте нас: