Надзор тата профилактика ĕçĕн районсем хушшинчи Аургазăри пайĕ пиротехника изделийĕсем обязательнăй сертификаци иртме тивĕçли çинчен аса илтерет, вĕсем çинче усă курмалли инструкци, туса кăлараканăн (Российăри предприятисемшĕн) е курттăм сутаканăн (импорт фейерверксемшĕн) адресĕ тата телефонĕ пулмалла. Çавă изделисен пахалăхне тата хăрушсăрлăхне гарантилет.
Фейерверкпа усă курнă чухне тĕп хăрушсăрлăх правили: ăна усăланиччен те, кайран та сÿтме юрамасть. Хăйсен уявне петардăсемпе тата салютсемпе илемлетме планлакансем çак правилăсене пĕлме тивĕçлĕ:
- пиротехника изделийĕсене легальлĕ суту-илÿ вырăнĕсенче çеç туянма юрать;
- фейерверксене тата салютсене ăшăтмалли приборсенчен аякра, типĕ тата ăшă вырăнта – унсăрăн температура ăрасналăхĕпе издели нÿрелме пултарать - упрамалла. Нÿрелнĕ фейерверксене типĕтме татăклăн чарнă;
- тăтăш тата авăк çил чухне пиротехника изделийĕ яма чарнă. Площадка çийĕн йывăçсем, электропередача линийĕсем тата ытти чăрмавсем пулмалла мар.
Пиротехника йĕпеннĕ пулсан, ăнăçлă тата хăрушлăхсăр вĕçтерсе ярассин гарантийĕ çук. Унтан та ытларах, пиротехникăн хăшпĕр тĕсĕсем йĕпеннĕ хыççăн хăрушă пулса тăраççĕ: нÿрелнĕ ракетница хăйĕн вертикаллĕ траекторийĕнчен пăрăнма, салют зарячĕсем вара кирлĕ çÿллĕше хăпармасса тата çынсенчен хăрушă çывăх хушăра сирпĕнме пултараççĕ.
Çаплах ансат хăрушсăрлăх правилисене те манса ан кайăр: аслисемсĕр чухне ачасене пиротехника изделийĕсемпе усăланма ан парăр; пиротехникăпа юнашар ан туртăр, кăвайт ан чĕртĕр; ăна пÿлĕмре тата алă çинчен сирпĕтсе ан ярăр (бенгали çутисем, торт валли çуртасем, шартлак (хлопушка) вĕсен шутне кĕмеççĕ); салют çулне нимĕн те чăрмантарманнине пĕлсе çитĕр; ĕçлекен пиротехника изделийĕ патне çывăха ан пырăр; хăйăвĕ сÿннĕ тĕслĕхре ăна тепĕр хут ан чĕртĕр.
Хăю сÿннĕ е çунса пĕтнĕ, издели вара ĕçлеме пуçламан тĕслĕхре вăл ĕçлеменнине ĕненсе çитме тата 10 минут кĕтмелле. Пиротехника изделине шыва 24 сехетрен кем срока вырнаçтарса тĕп тумалла. Çавăн хыççăн çеç ăна йăлари çÿп-çаппа пĕрле кăларса пăрахма юрать.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, пушар хăрушсăрлăхĕн çак ансат правилисене пурнăçлăр тата хĕллехи каникул вăхăтĕнче ачасен поведенине çирĕп контроллесе тăрăр! Пушар тухас пулсан 01, 2-11-48, 112 (сот.) телефонсемпе шăнкăравлăр.
надзор тата профилактика ĕçĕн районсем хушшинчи Аургазăри пайĕн начальникĕ.