Оперативлă даннăйсем тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа республикăри шыв объекчĕсенче 110 çын путса вилнĕ. 2019 çулхи çав тапхăрпа танлаштарсан, çак цифра 61 пулнă. Статистика кăтартса панă тăрăх, шыва кĕрекенсем кунăн иккĕмĕш çурринче путаççĕ: 14.00-21.00 сехетсенче.
Граждансем шывра путнин сăлтавĕ виççĕ:
2) палăртман вырăнсенче шыва кĕни;
3) ачасене тимлĕхсĕр хăварни.
Пĕлмен тата юраман вырăнсенче шыва кĕмессе чĕнсе калатăп. Унта шыв айĕнчи вăйлă юхăмсем, авăрсем, туратлă тунката, тарăн вырăнсем, сивĕ çăлкуçсем пулма пултараççĕ.
Ÿсĕр чухне е пĕччен шыва ан кĕрĕр, çыранран инçете ишсе ан кайăр, юханшыва е кÿлле ишсе каçма ан хăтланăр, хăвăрăн вăйăра тата майăрсене ирттерсе ан хаклăр.
Ачăрсене шыв объекчĕсем патне хăйсене анчах ан ярăр, шыв хĕрринче каннă чухне вĕсене тимлĕхсĕр ан хăварăр.
Шыва кĕме оборудованиленĕ ятарлă вырăнсене кăна суйласа илĕр!
Шывра харпăр хăйне хăрушсăрлăх тытмалли правилăсем вĕсене пăхăнманнипе инкеке лекнисен амăшĕсен тата тăванĕсен йÿçĕ куççулĕпе „исленнĕ”. Çавăнпа та хăвăра тата хăвăрăн çывăх çыннăрсене упрăр!
Шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăх требованийĕсене яланах пăхăнăр!
Çывăх çынсемпе таврарисене вĕсене пăсма ан парăр!
Пĕрле анчах хамăра тата ачасене шыв çинчи инкекрен сыхласа хăварма пултарăпăр!
ПР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе госкомитечĕн председателĕ.