- Çак ыйтăва эпир асра тытатпăр. Аургазăри мĕнпур çынсем пекех, эпир пляж пултăр тетпĕр. Анчах шыва кĕме ятарлă вырăн тума питĕ пысăк укçа-тенкĕ хывмалла. Çакăнсăр пуçне, тăратнă требованисене çак ĕçе тума хатĕр кашни подряд организацийĕ мар тивĕçтерет. Çавăнпа пирĕн енре халлĕхе курорт зони тума планламаççĕ. Эпĕ район тулашне кайма тата оборудованиленĕ вырăнсемпе усă курма сĕнетĕп, - хуравларĕ Рамиль Наилович.
Хатĕрленĕ шыв-шур Гафури, Стерлитамак тата ытти районсенче пур. Çапах та эпир ачаранпах ялсем çывăхĕнчи кÿлĕсем тата пĕвесем патĕнче канма хăнăхнă. Вĕсене шанчăклă тесе калама пулманни паллă. Çавăнпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн руководителĕ шыва кĕме юратакансене çак сыхланулăх мерисене пăхăнма ыйтать:
- ирпе е каçпа, çилсĕр уяр çанталăкра, ытлашши пиçсе каяс е çил-тăвăла лекес теветкеллĕх пулман чухне шыва кĕме юрать;
- шыв температури +15 градусран пысăкрах пулмалла;
- эсир юлашки хут 1,5-2 сехет каялла апатланнă тата хăвăра лайăх туятăр пулсан;
- палламан вырăнсенче чăмма, ярса тытмалли вăйăсем йĕркелеме, хăвăр тунă ишмелли хатĕрсемпе ишме тата, паллах, ÿсĕр пуçпа шыва кĕме юрамасть;
- шăнса каяс мар тесе, шăрăх çанталăкра та шывра 15 минутран ытла пулмалла мар.
Асра тытăр, шыв-шур - шÿтлемелли вырăн мар. Енчен те урана шăнăр туртса хутлатрĕ пулсан, çурăм çине выртса, алăсемпе ĕçлесе çыран еннелле ишĕр. Енчен алăсене хутлатсан – урасене ĕçлеттермелле. Енчен те сире, инкеке, çăлавçă пулма тиврĕ пулсан, шыва путакан сире ярса ан тыттăр тесе, ун патне çурăмĕ енчен ишсе пырăр, унăн çăварне хупламасăр, ал тупанĕсене аялти янах шăмми çине хурăр, пÿрнесене – янахĕ çине. Аллисене тÿрлетĕр. Çурăм çине выртăр та, браспа ишсе, çывăхрах çыран енне ишĕр. Путакан çыннăн питне пĕрмай шыв çийĕн тытăр.
Хăрушă лару-тăрура чи кирли – хăраса ÿкмелле мар. Çакăн пек тĕслĕхре эсир кану вырăнĕнчен тĕрĕс-тĕкел таврăнăр.
- Шыва кĕмелли сезон аургазăсемшĕн инкеклĕ ĕçсемсĕр тата шар курнисемсĕр ирттĕр, пурте сывă пулччăр, - пĕтĕмлетрĕ Рамиль Кидрасов.