Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
17 Июнӗн 2020, 18:25

Руль умне – урă чухне анчах!

Алкоголь - çул çинчи транспортпа пулса иртекен инкеклĕ ĕçсен сăлтавĕсенчен пĕри. Ун çинчен пурте пĕлеççĕ. Анчах та аургазăсем ха­ман та ÿсĕр чухне руль умне лараççĕ.

Кăçалхи пилĕк уйăх хушшинче госавтоинспекци сотрудникĕсем çулсем çинче автомобиль рулĕ умне ÿсĕрле ларнă 52 водителе тытса чарнă. Пĕлтĕр 12 уйăхра çак цифра 53-пе тан пулнă. Автомобильсен хуçисем транспортпа кану кунĕсенче ытларах ÿсĕр çÿреççĕ.
Ÿсĕр водитель – пурнăçшăн хăрушлăх. Вăл çул çинче тимсĕрленет, унăн дистанци туйăмĕ, хусканусен килĕшÿлĕхĕ начарланать, вăл лару-тăрăва тĕрĕс ха­клаймасть.
Читайте нас: