Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
7 Ноябрӗн 2019, 18:30

Пăр çинче асăрхануллă пулăр

Кĕрхи пăр ноябрьтен пуçласа декабрь уйăхĕччен, урăхла каласан, хытă сивĕсем пуçланиччен, çирĕп мар. Çак тапхăрта кашни çул шыв-шурсенче çын вилет. Çапла, ноябрĕн пĕрремĕш числисенче Нуриман районĕнче виçĕ ача кÿлĕре пăр айне анса кайнă. Шел пулин те, вĕсенчен пĕри вилнĕ.

Каçхи е çĕрлехи сивĕпе çирĕпленсе хытнă пăр пысăк мар нагрузка тÿсме пултарать-ха, анчах кăнтăрла, çителĕклĕ хулăнăш юлсан та, хăйĕн витĕр сăрхăнса тухакан ирĕлнĕ шывпа хăвăрт ăшăнса, вĕтĕ çурăксемлĕ тата питĕ çемçе пулса тăрать. Çавăнпа çирĕп мар кĕрхи пăр çине тухма татăклăн чарнă.
Çирĕпленсе çитмен пăр çине ан тухăр, ачасене шăнса пыракан шыв-шур патĕнче асăрхавсăр ан хăварăр! Вĕсене хăрушă кĕрхи пăр çинче выляма тата ашкăнма чарăр. Пăр çинче хăйсене мĕнле тытмалли йĕркене, хăрушсăрлăх мерисем тата йĕркене пăснин сиенĕ çинчен тăтăшах аса илтер¬се тăрăр тата ăнлантарса парăр.
Çын пăр çинче хăрушлăхсăр пулмалли тĕп услови пăр хулăнăшĕ хывнă тиевпе тÿр килни пулса тăрать:

- пĕр çыншăн шанчăклă пăр хулăнăшĕ 7 см кем мар;

- каток тума шанчăклă пăр хулăнăшĕ 12 см тата ытларах;

- çуран каçма шанчăклă пăр хулăнăшĕ 15 см тата ытларах.
Çак рекомендацисене пăхăнни пурнăçа тата сывлăха сыхласа хăварать тата инкекрен пăрăнма пулăшать!
Пожарнăйсен тата çăлавçăсен пĕрлĕхлĕ телефонĕ - 01, кĕсье телефонĕнчен - 112!
Кĕсье телефонĕн балансĕ çуклă пулнă тĕслĕхре те „112” номерпа пулăшу ыйтма пулни çинчен аса илтеретпĕр.
Читайте нас: