Ача-пăча тата спорт площадкисен, ачасен хулисен хăрушлăхсăрĕн, хăтлăхĕн, тасалăхĕн тата уçăлăхĕн мониторингне июлĕн 31-мĕшĕччен ирттерĕç. Тĕрĕслев Пушкăртстанăн муниципаллĕ образованийĕсен обществăлла совечĕсем тата обществăлла палатисем республикăн Обществăлла палатипе пĕрле хутшăннипе иртĕ. Республика халăхĕ проблемăллă ача-пăча площадкисен фотоÿкерчĕкĕсене Пушкăртстанăн Обществăлла палатин
oprb2011@mail.ru электронлă адресĕпе ярса пама пултараççĕ.