Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
17 Июлӗн 2019, 18:39

Тĕрмере ларса та çаратаççĕ

Тĕрмере ларакан 29 çулти çын „Россия почти” уйрăмĕсене çур миллион тенкĕлĕх çаратнă.

Россия ФСБ ПР тăрăх Управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, ирĕксĕр хăварнă вырăнти судпа айăпланнă çын укçа куçармалли „Форсаж” тÿлев системине законлă мар кĕрсе „Россия почтин” темиçе уйрăмне пысăк суммăлăх çаратнă.
Усал шухăшлă çын Краснодар крайĕн тата Чăваш республикин хулисенчи почта уйрăмĕсене шăнкăравланă, укçа куçармалли „Форсаж” тÿлев системин сотрудникĕ пулнине пĕлтернĕ. Система ĕçленине тĕрĕслени çине ярса, арçын почта операторĕсене хăйĕн палланă çыннисен банк картти çине укçа куçарма ыйтнă.
Почта уйрăмĕсене ăнсăртран суйласа илнĕ, куçармалли суммăсене те.
Ултавлă ĕçсем туса, судпа айăпланнă çын „Россия
почти” ФГУПа 500 пин тенкĕ ытла сиен
кÿнĕ.
Читайте нас: