Аургазă хыпарçи
-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
16 Июлӗн 2019, 11:50

Ача валли автокресло мĕнле суйласа илмелле

«Роскачество» ачасене тытса чаракан хатĕрсене тĕпченине пичетлесе кăларнă.

Экспертсем тĕллевлĕ çакăсем, виçкĕтеслĕхсем, стяжкăсем, адаптерсем, фиксаторсем, корректорсем тата каркассăр автомобиль креслисем ачана машинăпа турттарнă чухне хăрушсăрлăха тивĕçтермеççĕ тата хăрушă пулма пултараççĕ тесе çирĕплетеççĕ. Тĕпчевпе килĕшÿллĕн, автомобильти ачан хăрушсăрлăхне ачасен автокресли çеç тивĕçтерет. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕ ăна ача ÿсĕмне тата виçине çеç мар, пĕвне те шута илсе суйласа илме тивĕçлĕ. Пÿ çÿллĕшĕ 150 см чухне çÿлти сыхăлăх чĕнĕ мăй тăрăх иртейменнине палăртаççĕ. Креслона автомобиль ăшĕнче е ахаль сыхăлăх чĕнĕпе çирĕплетсе хумалла, е ISOFIX (International Standards Organisаtion FIX – ачасен автокреслисене çирĕплетсе лартмалли Пĕтĕм тĕнчери стандартизаци организацийĕ ĕçлесе хатĕрленĕ система) хытаркăчсемпе çирĕплетсе лартмалла. Ачана çиелти тумтирпе турттарма сĕнмеççĕ. Сасартăк тормозланă чухне ача вĕçертсе янă комбинезонран тухса ÿкме пултарать. Çулталăк çурă ÿсĕме çитмен ачана çул юхăмне хирĕçле лартса пырсан лайăхрах. Специалистсем çаплах машина ăшĕнче кресло валли чи сыхăлăхлă вырăн хыçалти ларкăч варринче пулнине уйрăмах палăртнă. Енчен те пĕчĕк пассажир малти ларкăч çинче пырсан, хăрушсăрлăх минтерĕн ĕçне чарса лар¬тмалла. Çулпа çÿремелли правилăсен 22.9-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, ăна 2017 çулта çирĕплетнĕ, çичĕ çула çитмен ачасене ятарлă креслосенче çеç турттарма, 7 çултан пуçласа 11 çулчченхи ачасене хыçалти ларкăч çинче ахаль сыхăлăх чĕнĕпе çирĕплетсе лартма юранине аса илтеретпĕр.


Башинформ.
Читайте нас: