Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
5 Июлӗн 2019, 13:52

Камерăсем лартнă

Пушкăртстанри федераллă трассăсем çинче 57 çĕнĕ камера вырнаçтарса лартнă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ республикăри федераллă трассăсем çинче пĕр эрне хушшинче 57 çĕнĕ камера лартни çинчен пĕлтернĕ.
„Эпир çавна сире пурăнма тата питĕ хăвăрт çÿреме чарма мар, сирĕн пурнăçăрсене çăлса хăварма тăватпăр. Малтанхи результатсем те пур. Пирĕн пĕрремĕш çурçуллăхра, иртнĕ çулпа танлаштарсан, авари 71 тĕслĕхе, суранланнисем 78, вилнисем икĕ çынна сахалрах пулнă. Паллах, эпир çулсен пахалăхĕ енĕпе те ĕçлетпĕр, руль умĕнче ÿсĕр çÿрекенсемпе те кĕрешетпĕр тата ытти те. Анчах та тÿрĕ çыхăну та пур: камерăсем нумайрах – вилекенсем сахалрах. Шăпах çавăнпа камерăсен шутне хальхи 238-тан çулталăк вĕçне 527 таран ÿстерĕпĕр, пĕр çултан вĕсен шучĕ пине яхăн пулĕ. Хăвăр шутласа пăхăр, мĕн чухлĕ çын инкекне сирсе яма пултарăпăр...” – çырнă Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров.
Читайте нас: