Аургазă хыпарçи
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
22 Майӑн 2019, 10:34

Кăвайт чĕртетĕн пулсан

Пушкăртстанра обществăлла вырăнта çÿп-çап çунтарнăшăн наказани парĕç.

Пушкăртстанра çÿп-çап, çулçă, курăк тата ытти ÿсентăран çунтарнăшăн, çаплах скверсенче, парксенче тата обществăлла ытти вырăнсенче кăвайт чĕртнĕшĕн административлă яваплăх кĕртме планлаççĕ.
Çак мерăсем çавна валли ятарласа уйăрнă тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çирĕплетнĕ меслетсемпе çунтаракан вырăнсене пырса тивмĕç.
Тивĕçлĕ тÿрлетÿсене ПР Курултайĕн депутачĕсем пăхса тухăç. Константин Толкачевăн сăмахĕпе, канмалли вырăнсем çывăхĕнче çÿп-çап тата çулçă çунтарни пушар хăрушлăхĕллĕ лару-тăру йĕркелет. Вăл палăртнă тăрăх, çĕнĕ правилăсем уйрăм харпăрлăха пырса тивмĕç. Нумай хутлă çуртсен картишĕсенче, урамсенче, парксенче çунтарма чарĕç.
Республика парламенчĕн председателĕ çаплах штрафсен малтанлăх калăпăшне пĕлтернĕ: граждансемшĕн – 500-2000 тенкĕ, должноçри çынсемшăн – 5-10 пин тенкĕ, юридически лицосемшĕн – 50-100 пин тенкĕ.
Административлă протоколсене административлă комиссисен членĕсем тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен должноçри çыннисем çырĕç.
Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас: