Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
29 Мартӑн 2019, 17:00

Пушар çинчен пĕлтерекен хатĕрсем – кашни çурта, кашни хваттере

Пушар çинчен пĕлтерекен хатĕрсем республикăри 80 ытла çыннăн, çав шутра 47 ачан, пурнăçне çăлса хăварма пулăшнă.

Республика Правительствинчи черетлĕ оперативлă канашлура ачаллă çемьесен хваттерĕсенче, çурчĕсенче пушар çинчен пĕлтерекен хатĕрсем йĕркелесе лартнин итогĕсем çинчен каланă. Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ПР Госкомитечĕн председателĕ Фарит Гумеров виçĕ çулта пушарта 35 ача вилни çинчен пĕлтернĕ. Кăçал тата пиллĕкĕшне çухатнă. Çавăн чухне вилнисен 80 процентне килĕсенче асăрхавсăр хăварнă пулнă.


Республикăра пушарсенче ачасем вилнин профилактики валли нумай ачаллă, чи малтан, социаллă хăрушлăхлă лару-тăрури, пĕчĕк тупăшлă çемьесене пушар çинчен пĕлтерекен хатĕрсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерессине йĕркеленĕ. 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çакăн пек сигнализацине тин çуралнă ачаллă çемьесем пурте тÿлевсĕр илеççĕ. Йĕркелесе лартнă пушар çинчен пĕлтерекен хатĕрсем сигнал парса республикăри 47 ача пурнăçне хăтарса хăварнă.


Шел пулин те, республикăра пушарсен шучĕ ÿссе пырать. Пирĕн районта та. Çулталăк пуçланнăранпа 11 пушар пулнă, çакă пĕлтĕрхи çавăн пек тапхăртинчен икĕ тĕслĕхе нумайрах. Çитĕннĕ икĕ çын вилнĕ, пĕлтĕр – пĕрре.


- 2016 çултан пуçласа 2018 çулччен район пушар çинчен пĕлтерекен 1130 хатĕр илнĕ. Çакă кирлинчен 80 процента яхăн, - тет район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ Руслан Загидуллин. - Тата нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă, йывăр лару-тăрури çемьесен шучĕ пĕрмаях улшăнса тăрать. Кăçалхи январьтен пуçласа тин çуралнă ачаллă çемьесем валли пушар çинчен пĕлтерекен 60 хатĕр илнĕ.


Пушар çинчен пĕлтерекен хатĕрсем – кашни çурта, кашни хваттере - Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ПР Госкомитечĕ çакăн пек лозунгпа ĕçлет. Руслан Радиковичăн планĕсенче - районта çакăн пек акци йĕркелесси. Вăл организацисен руководителĕсене хăйсен унчченхи работникĕсем, ветеранĕсем – пĕччен пурăнакан ватă пенсионерсем - валли пушар çинчен пĕлтерекен хатĕрсем (вăл 225 тенкĕ тăрать) туянма укçа-тенкĕ уйăрса пама ыйтасшăн.


Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров çуртсенче тата хваттерсенче çакăн пек хатĕрсем йĕркелесе лартасси пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче тата социаллă сетьсенче çынсене анлăн пĕлтерме кирли çинчен палăртнă.


- Пушар çинчен пĕлтерекен хатĕре йĕркелесе лартмалла кăна мар, вăл юсавлă пулнине те сăнаса тăмалла, - батарейки юсавсăр пулнă пирки пушар çинчен пĕлтерекен хатĕр сигнал паманнипе инкеклĕ ĕç пулса иртни çинчен аса илтерсе, палăртса каланă вăл.


Республикăра 2030 çулччен ПР Пушар-çăлав вăйĕсен аталану стратегине йышăннă. Вăл профессилле пожарнăйсен штатне пĕр пин çын ытла чухлĕ ÿстерме май парĕ. 31 пушар деповĕ туса лартма планлаççĕ, ятарлă техникăна кашни çул çĕнетĕç, кивелнине ирĕклĕ пожарнăйсене хуçаланма парĕç. Муниципалитетсенче пушарпа кĕрешекен служба инженерĕсем пулса кайĕç, вĕсен тĕп задачи профилактика пулса тăрĕ.
Читайте нас: