ГИБДД сотрудникĕсем çуркуннехи каникул вăхăтĕнче ачасене мĕнле турттарни çине уйрăм тимлĕх уйăрĕç.
- Сыхăлăх чĕнĕпе оборудованиленĕ машинăра çичĕ çул таран ÿсĕмри ачасене хыçалти ларкăч çинче ачасен тытса чаракан хатĕрĕпе çеç турттармалли çинчен аса илтеретпĕр. Çичĕ çултан пуçласа 12 çул таран ÿсĕмри ачасене хыçалти ларкăч çинче автокреслосемпе, çаплах ахаль сыхăлăх чĕнĕпе усă курса та турттарма юрать, - каласа пачĕ пропаганда енĕпе ĕçлекен инспектор Айдар Сафаргалиев.
ГИБДД çаплах тумтир тата шкул рюкзакĕсем çинче çутă тавăракан элементсем тума тивĕçлĕ йĕркепе пулмалли çине тимлĕх уйăрать, вĕсем талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче çуран çÿрекен ачасен курăнаслăхне лайăхлатма пулăшĕç.