Вырсарникун, январĕн 13-мĕшĕнче, умĕнхи кунри пекех, Пушкăртстанра çанталăк çынсене савăнтармĕ.
Пушкăрт гидрометцентр синоптикĕсем регионта çĕрĕпе çил-тăвăл алхасасси тата йĕпе юр çăвасси çинчен пĕлтереççĕ. Вырсарникун та юр çăвĕ. Çулсем пăрлак пулĕç, вырăнĕ-вырăнĕпе юр хурĕ. Çил вăтам, кăнтăрла вăйлă пулĕ.
Gismeteo сервис даннăйĕсемпе, январĕн 13-мĕшĕнче пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, вăхăтсерен юр çăвать. Çĕрле сывлăш температури 0 градус пулать, каç енне 8, 9 градус таран сивĕтĕ. Çил кăнтăр-хĕвеланăç енчен пулĕ. Вăхăтсерен вăл секундне 16-19 метра çитĕ.
Çавăнпа та Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе министерство республика çыннисене çил-тăвăллă çанталăк пуласси çинчен асăрхаттарать.