Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
26 Декабрӗн 2018, 16:55

Çул çинче асăрхануллăрах пул!

Ачасем ашкăнни яланах çул çинчи хăрушлăхпа çыхăннă. Хĕллехи каникулта, вĕренÿрен пушă вăхăтра, çакă уйрăмах актуаллă.

Ноябрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, республикăра ачасем хутшăннипе 412 авари регистрациленĕ. Вĕсенче çулĕ çитмен 17 ача вилнĕ, 444-шĕ суранланнă. Çул çинчи транспорт инкекĕсенчен çурринче ачасем пассажир пулнă, вилнĕ вуннăшĕ çак категорине кĕреççĕ. Çичĕ ача çуран çÿрекен пулнă.
Çĕнĕ çул умĕн тата уяв кунĕсенче районта „Тимлĕ пулăр – ачасем!” профилактика мероприятийĕ иртет. ГИБДД сотрудникĕсем хăйсен посчĕсене ачасем нумайрах пухăнакан вырăнсене çывхартĕç, ачасене турттармалли правилăсене пăхăннине çирĕпрех тĕрĕслĕç.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Ачăрсене çуран çÿрекенсен çулпа çÿремелли правилисене аса илтерсе тăрăр. Машинăсем çÿрекен çул урлă ăçта тата хăçан каçма юранине ăнлантарса парăр. Çулпа юнашар выляма хăрушă пулни çинчен каласа парăр.
А. САФАРГАЛИЕВ,

ГИБДД уйрăмĕн пропаганда енĕпе инспекторĕ.
Читайте нас: