Çак ыйту предпринимательсенчен нумайăшне кăсăклантарать. Часах Çĕнĕ çул вĕт, пиротехника та, фейерверксем те нумай ыйтакан тавар пулса тăрĕç. Эпир çак ыйту çине административлă законодательствăна пурнăçлас енĕпе ĕçлекен инспектора Оксана Ариткулована хуравлама ыйтрăмăр.
- РФ Правительствин 2009 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи "Пиротехника изделийĕсем сарнă тата вĕсемпе усă курнă чухне пăхăнмалли пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене çирĕплетесси çинчен" Постановленийĕпе килĕшÿллĕн, урамра пиротехника изделийĕсем ваккăн сутма чарнă, вĕсене сертификацилемелле. Вĕсене Юридически лицосен е уйрăм предпринимательсен пĕрлĕхлĕ госреестрĕнче регистрациленнĕюридически лицосем тата предпринимательсем сутма пултараççĕ. Магазинсенче, секцисенче, павильонсенче, киосксенче реализацилеме ирĕк панă. Урăхла каласан, "пиротехника çине хĕвел пайăркисем е атмосфера нÿрĕкĕ тÿрремĕн лекмен" вырăнсенче. Тата, паллах, сутнă тата упранă вăхăтра хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăнмалла. Сутуçă вĕсене пĕлме тивĕçлĕ.
Полицейскисем иртнĕ çулта урамра сутнин икĕ фактне тупса палăртнă. Вĕсем сутуçăсен машининчен пĕтĕм тавара туртса илнĕ, материалсене надзор ĕçĕн районсем хушшинчи Аургазăри пайне ярса панă. Закона çакăн пек пăснăшăн наказании - асăрхаттарнинчен пуçласа тăватă пин тенкĕ штраф таран.