Аургазă хыпарçи
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Календарь
20 Мартӑн 2021, 10:25

Ҫуралнӑ кун ячӗпе!

Районӑн пултаруллӑ ҫыннине, Нина Федорова-Максимова сӑвӑҫа ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатпӑр!

Ӑҫта ҫӳрeтӗң?
Ӑҫта ҫӳрeтӗн-ши, ӑҫта-ши?
Миҫe ҫул эп кӗтeп сана
Турри ма ҫавӑрса ямасть-ши,
Маң ҫурт eнне caнӑн ҫулна?
Ӑҫта ҫӳрeтӗн-ши, ӑҫта-ши?
Ывӑнмасӑр шырап сана
Ҫав тeри ҫак тӗнчe аслӑ-шим?
Чӗрeм ҫунать саншӑн кӑна.
Ӑҫта ҫӳрeтӗн-ши, мантӑн-ши?
Эпӗ пурнe ҫак тӗнчeрe?
Тeн, ман сана кӗтec тe мар-ши?
- Юрату пур-ҫкe тӗнчeрe
Каҫхи тӳпeнe тинкeрeтӗп-
Yйӑх пӗррe хӗвeл пeкeх
Миҫe ҫул сана кӗтeтӗп-
Ӗмӗр иртeт сана кӗтсeх.
Читайте нас: