Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Календарь
1 Мартӑн 2021, 18:30

Мартăн 1-мĕшĕ - Кушаксен кунĕ

Ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхĕн пӗрремӗш кунӗнче Раҫҫейре Кушаксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Пĕрремĕш хут çак уява Мускаври кушаксен музейĕ тата "Кот и пёс" журналӑн редакцийӗ 2004 ҫулта йӗркеленӗ.
Фелинологи (латин чĕлхинчен felinus - кушак, грек чĕлхинчен logos - наука) - кушаксем ҫинчен калакан наука. Çак наука кушаксем ӑслӑ чӗрчунсем тесе палӑртать. Йытӑсемпе танлаштарсан, вӗсем хуҫа пӑрахнӑ патакка илсе пымаҫҫӗ, мĕншĕн тесен "çынсен ӑссӑр приказĕсене кушак хӑй ҫине илмест".
Нумай халăх кушаксем темиҫе ӗмӗр пурӑнассине шанать.
Читайте нас: