Пилĕк кунлă ĕç эрни чухне февралĕн 23-мĕшĕнчи уяв ĕç эрнине виçĕ куна – февралĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен – кĕскетет. Февралĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен канăпăр. Февралĕн 22-мĕшĕнчи ĕç кунне шăматкуна, февралĕн 20-мĕшне, куçарнă пирки çакăн пек канма пулĕ.