Халăхра сăнанинчен
Февраль пуçламăшĕнче ăшă, юр ирĕлет – тухăç вăтам пуласса.
Февраль сивĕ – ăнăçлă çу.
Февраль сивĕ тата типĕ – август шăрăх.
Февральте пас нумай тытать – çулла сывлăм тата пыл нумай пулĕ.
Вăйлă сивĕсем – хĕл кĕске пуласса.
Февраль вĕçĕнче вăрăм тумла пăрĕ нумай – çуркунне вăраха тăсăласса.
Юрсăр февраль çуллахи шăрăхпа хăратать.
Магнит тăвăлĕсем: 1, 2, 7, 8, 28-мĕшĕсем.