Уява ҫынна электронлӑ технологисен ӗмӗрӗнче вӑл почеркĕ урлă хӑйӗн уйрӑмлӑхне кӑтартма пултарнине аса илтерес тӗллевпе тунӑ.
Кашни телефонра, смартфонра тата планшетра калькулятор кӑна мар, туса лартнӑ Т9 евĕр программӑсем пур. Вĕсем япалана темиҫе кнопкӑпа ҫырса кӑтартма пулăшаççĕ, ыттине система вара хӑех сӗнет (сӑмах май, Т9 пула питӗ кулӑшла йăнăш пичетсем пулаҫҫӗ).
Анчах прогрес малаллах ярса пусрӗ. Сӑмах вырӑнне смайликсемпе тата графика картинкисемпе усӑ курма пулать пулсан, мӗншӗн ҫырмалла-ха? Ку, паллах, интереслӗ. Анчах шаблонлӑ картинӑсемпе усӑ курса ҫын мӗн туйнине пурне те каласа пама май ҫук.
Почерк тӑрӑх ҫыннӑн характерне, унӑн вӑйлӑ та вӑйсӑр енӗсене пӗлме пулать. Графологи алă çырăвĕ урлă ҫыннăн уйрӑм пултарулӑхне палӑртма пултаракан чи пӗлтерӗшлӗ наукӑсенчен пӗри шутланса тăрать.