Аургазă хыпарçи
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Календарь
4 Кӑрлач 2021, 19:50

Ҫӗнӗ ҫул йӑли-йӗрки

Юто ХАШИЯМА Японинче Ҫӗнӗ ҫула мӗнле кӗтсе илни ҫинчен каласа парать.

— Çĕнĕ çул — Японире чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 3-мĕшĕччен паллă тăватпăр ăна. Нумайăшĕ ку уява тăвансемпе паллă тăвать. Çулталăкăн юлашки кунĕнче «тоси-коси соба» лапша яшки çиетпĕр, унтан телевизор пăхатпăр. Нумайăшĕ «Кохаку ута гассхэн» кăларăм пăхать. Ку — кашни çул иртекен шоу. Японири чи чаплă юрăçсем икĕ ушкăна пайланса юрлаççĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Каçхине Японири мĕн пур кĕлĕ çуртĕнче 108 хут чан çапаççĕ. Çак йăлана «дзея но канэ» теççĕ. Буддизмра палăртнă тăрăх, кашни çыннăн 108 начар шухăш пур. Вĕсем çухалччăр тесе шăпах 108 хут чан çапаççĕ. Праçникре çывăх çынсемпе ачасене укçа парнелеççĕ. Ку йăлана «отосидама» теççĕ. Укçана пĕчĕк конвертра тыттараççĕ. «О-сэйбо» йăлана та пăхăнатпăр: нумайăшĕ апат-çимĕç парнелет. Ку — ĕлĕкхи йăла, çынсем турăсене тав туса саке е типĕтнĕ пулă, улма-çырла, пахча çимĕç, рис панă. Пурăна киле яппунсем çывăх çыннисене те çак парнесене пама тытăннă. Хальхи вăхăтра кил-тĕрĕшре кирлĕ япала /супăнь, кĕпе-йĕм çумалли порошок, тип çу, чей, кофе тата ытти/ пама тăрăшаççĕ. Парне хаклă пулманни пĕлтерĕшлĕ мар, чи кирли — пулăшнăшăн тав туни.
"Ҫамрӑксен хаҫачӗ" хаҫатран.
Читайте нас: