Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Календарь
26 Декабрӗн 2020, 20:00

Хӗл Мучисен парачӗ

Толбазӑ ялӗнче паян Хӗл Мучисен йӑлана кӗнӗ парачӗ иртнӗ.

Темиҫе кунран эпир 2020 ҫулпа сывпуллашатпӑр. Вӑл кӳнӗ проблемӑсемпе йывӑрлӑхсем ҫинчен манма, 2021 ҫулта кӗтсе илме хатӗрленме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен сезонне Хӗл Мучисен парачӗ уҫрӗ.
Хӑйсен Юр пике мӑнукӗсемпе 60 Хӗл Мучи Культура керменӗ умӗнчен пуҫласа пасар патне ҫити утрӗ. Чи ҫамрӑк Хӗл Мучи Балӑклӑкуль ялӗнчи шкулта пӗрремӗш класра вӗренекен Рамис Султанов, чи ватти "Мерчен" ансамблӗн руководителӗ, Ташлӑкуль ялӗнчи Николай Васильев пулчӗҫ.
Тӗп площадьре Ҫӗнӗ ҫул хӑнисем юрларӗҫ, ташларӗҫ, ял ҫыннисене ҫитес Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламларӗҫ.
Читайте нас: