Уяв кунĕсем январĕн 1-мĕшĕнчен 10-мĕшĕччен тăсăлĕç. Çав шутран январĕн 1-6-мĕшĕсем тата 8-мĕшĕ – çĕнĕ çул каникулĕ, 7-мĕшĕ – Раштав.
Январĕн 2 тата 3-мĕшĕсем – ĕçлемелле мар уяв кунĕсем. Вĕсем шăматкуна тата вырсарникуна тÿр килеççĕ. Çавăнпа çак канмалли кунсене 2021 çулхи ноябрĕн 5-мĕшне тата декабрĕн 31-мĕшне куçараççĕ. Çав вăхăтрах кăçалхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи ĕç кунĕ пĕр сехете кĕскелет.
Çĕнĕ çул каникулĕ отпуск кунĕсен шутне кĕмест.