Сире Учитель кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатпăр!
Ăслă та ырă кăмăллă вĕрентекенсем мĕн пĕчĕкренех пирĕнпе юнашар. Вĕсем пире пĕлӳ еннелле туртăнма, ырăпа усала уйăрма вĕрентеççĕ, унпа пĕрлех тĕрлĕ енлĕн аталаннă йĕркеллĕ ҫын пулса ӳсме пулăшаççĕ.
Сире ĕçри хастарлăхăршăн, хăвăр тивĕçĕре чунтан парăнса пурнăçланăшăн, ачасене тарăн пĕлӳ илме пулăшнăшăн, вĕсене хăвăрăн чĕре ăшшине панăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр.
Пурсăра та пĕтĕм чунтан профессире çĕнĕ çитĕнӳсем тума, вĕренекенсемпе пĕрне-пĕри ăнланма, ĕçĕрпе кăмăллă пулма, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатпăр!