Муниципаллĕ район Совечĕ тата администрацийĕ сире Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе саламлаççĕ!
Сиртен кашни çăмăл мар, анчах та мухтавлă пурнăç пурăнса ирттернĕ, тăван район аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнă. Эсир мораль хаклăхĕсене тата йăла-йĕркене упракансем, ачасемпе мăнуксемшĕн тĕрек тата шанчăклă пулăшакансем пулса тăратăр, районăн обществăлла тата культура пурнăçне активлă хутшăнатăр. Çулланнă ÿсĕм сирĕншĕн çĕнĕ майсем патне утăм çеç пултăр.
Сире ырă сывлăх, хастарлăх, телейлĕ вăрăм ĕмĕр, тăванăрсемпе çывăх çыннăрсен юратăвне тата тимлĕхне сунатпăр!