Пур хыпар та
Календарь
1 Октябрӗн 2020, 10:55

Сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ветеранĕсем!

Районти тĕп больницăн главнăй врачĕ В. ТАРАСОВ саламлать.

ПР Толбазăри районăн тĕп больници ГБУЗ администрацийĕ, профком сире Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлаççĕ.
Çак кун – сире нумай çулхи тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн чи ăшă сăмахсемпе тав тумалли тата тепĕр питĕ лайăх май.
Сирĕн хыçăрта пысăк пурнăç. Сирĕн пĕлÿ тата питĕ пуян опыт хальхи условисенче, çамрăксен пуçарулăхĕпе пĕрле аслисен пурнăç ăслăхĕ кирлĕ чухне, уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Тивĕçлĕ канăва кайнисене е, ÿсĕмне пăхмасăр, ма­лалла ĕçлекенсене пурне те саламлатпăр.
Сире çирĕп сывлăх, хастар кăмăл, телейлĕ вăрăм пурнăç сунатпăр, тăванăрсем тата çывăх çыннăрсем сире юратчăр тата тимлĕн пăхчăр!
Читайте нас: