Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Календарь
1 Октябрӗн 2020, 11:00

Хисеплĕ вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, аслă ăру çыннисем!

Ветерансен район совечĕн председателĕ И. МИФТАХОВ.

Ветерансен район совечĕн президиумĕ сире Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе саламлать.
Эсир, хисеплĕ ветерансем, район аталанăвне тата тăван ен ырлăх-пурлăхне пысăк тÿпе хывнă. Тивĕçлĕ ка­нура пулса, районăн обществăлла-политика пурнăçне, çамрăксене патриотизм тата гражданла воспитани па­рассине активлă хутшăнатăр.
Кĕрхи çак кунсем вăрах кĕтнĕ тĕлпулусен ăшшипе, телейлĕ йăл кулăсемпе, савăнăçлă ыталанисемпе тулли пулччăр!
Сире, хисеплĕ ветерансем, ырă сывлăх, чун ăшши, телей тата ырлăх-пурлăх, хастар кăмăл, тăванăрсемпе çывăх çыннăрсем хисепленине тата сирĕншĕн тăрăшнине сунатпăр!
Читайте нас: