Республикăра июлĕн 31-мĕшне канмалли кун тесе пĕлтернĕ. Çак кунхине Курбан-байрам уявлĕç. Ку вăл мусульмансен хадж вĕçленнин уявĕ. Ăна Ураза-байрам хыççăн 70 кунран палăртаççĕ. Умĕнхи каçа тĕне ĕненекенсем кĕл туса ирттереççĕ, ирпелен мечĕтре ÿкĕт сăмахĕ итлеççĕ. Июлĕн 30-мĕшĕнчи ĕç кунĕ пĕр сехете кĕскерех пулĕ. Эрнере пилĕк кун ĕçлекенсем канмалли уяв кунĕ шучĕпе умлă-хыçлă виçĕ кун канĕç.