Районта пултаруллă, пуçаруллă, хастар, хăюллă йышăнусем тума пĕлекен нумай çамрăк çын пурăнать. Вĕсем хăйсен тăван кĕтесĕн аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ.
Сире яланах хăвăра шанма, аслă юлташăрсемшĕн тăрăшма, кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх пулма сунатпăр. Хавхалану тата лайăх кăмăл-туйăм яланах сирĕнпе пулччăр. Сире çирĕп сывлăх, телей, ырлăх-пурлăх, иксĕлми оптимизм тата мĕнпур ырă пуçарусенче ăнăçу сунатпăр.